| 4307 | «Алай-алай» ҫӑварне кӑмпа тухсан кукӑль туса ҫийӗттӗм. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4258 | Айхӑ — вилӗм теҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4107 | Ал вараланни тасалать, чун вараланни тасалмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4108 | Ал суранне чун туять, чун суранне мӗн туять? | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4109 | Алӑ хуҫӑлсан сыпӑнать, ура хуҫӑлсан сыпӑнать, чун хуҫӑлсан сыпӑнмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4110 | Алла алӑ ҫӑвать, кӑмӑла кӑмӑл уҫать. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4257 | Анасласа ларакан ҫыннӑн ыйӑхӗ сирӗлсе кайнӑ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4308 | Ах! ах! кӑмпи шӑтсассӑн ассӑн сывласа ярӑттӑм. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4111 | Ӑсу пысӑк пулмасан та чуну таса пултӑр теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4112 | Вӑрманти ҫӑкан хӑвӑлӗ пур, такмаксен юрлас кӑмӑлӗ пур. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4309 | Ӗмӗрте пулнӑ ӗмӗте ӗҫе кӳртсе пыр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4310 | Ӗмӗт — вӑрман хыҫӗнче, вилӗм — ҫурӑм хыҫӗнче. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4314 | Ӗмӗт Атӑл пӗвенӗ тет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4312 | Ӗмӗт вӗҫет малалла, телей юлать каялла. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4313 | Ӗмӗт вӗҫне ҫитмесӗр аллуна ан ус. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4311 | Ӗмӗт ӗмӗтпе юлать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4315 | Ӗмӗт пулсан шанӑҫ пур. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4316 | Ӗмӗт пуррисем телейлӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4317 | Ӗмӗт пуҫра, вилӗм хыҫра. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4318 | Ӗмӗт ҫӗлен ҫип мар, пӗр татӑлсан сыпма ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4319 | Ӗмӗт ҫулне мур татнӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4320 | Ӗмӗт хыҫҫӑн ан кай. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4321 | Ӗмӗт хыҫҫӑн ӗмпӳ пулаймӑн. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4322 | Ӗмӗтӗн вӗҫе-хӗрри ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4323 | Ӗмӗтӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4324 | Ӗмӗтленме пӗлекенӗн ҫӑлтӑрӗ ҫутӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4325 | Ӗмӗтленме ҫӑмӑл та, пурнӑҫлама ҫӑмӑл мар. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4326 | Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтрен татӑлни йывӑр япала. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4327 | Ӗмӗтленни ӗмӗре кӗскетмест. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4328 | Ӗмӗтленни пӗр пурнӑҫланса пырас ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4329 | Ӗмӗтленсе ларнипе ӗне илме ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4330 | Ӗмӗтленсе хуни ӗнсе кайма та пултарать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4331 | Ӗмӗтлӗ ҫын ӗмпӳрен те ирттернӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4332 | Ӗмӗтлӗ ҫын ҫунатлӑ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4333 | Ӗмӗтре пулнӑ ӗмӗте ӗҫе кӳртсе пыр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4334 | Ӗмӗтрен ан татӑл тенӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4335 | Ӗмӗтсем малалла, ӗмӗрсем ҫех каялла. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4336 | Ӗмӗтсӗр пупа прихут ҫитмен. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4337 | Ӗмӗтсӗре ҫӗр ҫитмен. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4338 | Ӗмӗтсӗре тӳпе ҫитмен. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4339 | Ӗмӗтсӗрӗн ӗмӗчӗ кӗске. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4340 | Ӗмӗтсӗрӗн непси пысӑк. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4341 | Ӗмӗтсӗрӗн часах шалчи тулать. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4342 | Ӗмӗтсӗрленсен те ылтӑн улма ума ӳкес ҫук. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4343 | Ӗмӗчӗ пур чух лаша та ӗрӗхет. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
| 4259 | Йывӑр ыйӑхлӑ ҫынна тупӑран персе те вӑратаймӑн теҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
| 4117 | Камӑл кӑвакра та, кут пӑхра теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4120 | Камӑл турам виҫ турам теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4121 | Камӑл турам пӗр турам. | Чун — Ӳт-пӳ |
| 4125 | Камӑллӑ ҫыншӑн пурте кӑмӑллӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |